Урок тĕсĕ: ИКТ-па усă курса ирттернĕ
хутăш урок.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: Тăван тавралăха
сăнама, юратма, упрама вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: Уйăхсен чăвашла
ячĕсемпе, вĕсен пĕлтерĕшĕсемпе паллаштарасси, пуплевре тата çырура шут хисеп
ячĕсемпе тĕрĕс усă курассине
çирĕплетесси, çулталăк вăхăчĕсем çинчен уйăх ячĕсемпе усă курса çыхăнуллă
каласа пама хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă
пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси,
сăмах йышне пуянлатасси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну
технологийĕсем, сывлăха сыхлас технологисем, проблемăллă тата аталантару
технологийĕсен элеменчĕсем, ушкăнра хутшăнса ĕçлесси.
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, калаçу, шырав-тĕпчев,
хăнăхтарăва çырса пурнăçлани, проблемăллă ыйтăва хуравлани, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ,
сăмахсен историйĕн экскурсне ирттересси, çурма сасăпа, саспа вуласси, суйлавлă
вулав, илемлĕ вулав, ăнланнине тĕрĕслемели тест ирттересси, мăшăрсенче,
ушкăнсенче ĕçлесси, диалог, полилог, монолог тăвасси, сюжетлă ÿкерчĕксемпе,
валеçÿ карточкисемпе усă курни, слайдсемпе ĕçлени (çĕнĕ материалпа паллашасси,
грамматика материалĕпе ĕçлесси, ушкăнсенчи ĕçе йĕркелесси), интерактивлă
ыйтусене хуравлани, Интернетра ĕçлесси (килти ĕçе хатĕрленмелли пулăшу
материалĕпе усă курасси – тест ыйтăвĕсене хуравласси).
Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтесси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси,
палăртулă вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнулă
пуплеве аталантарасси.
Чĕлхе теорийĕ: шут хисеп ячĕсен тулли,
кĕске формисемпе калаçу тата çыру пуплевĕнче тĕрĕс усă курасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем:
компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем
|