Урок
тĕллевĕсем: 1. Чăваш çĕрĕ çинче
çуралнă Н.И. Ашмаринăн пурнăçĕпе тата ĕçĕпе кĕскен паллаштарасси, ун çинчен
каласа пама хăнăхтарасси, паллă тĕпчевçĕн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекипе» хатĕрленĕ
проекта презентацилесси, ачасене словарьпе усă курма вĕрентесси.
2. Çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава,
тимлĕхе, илемлĕ вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси.
3. Н.И. Ашмаринăн тĕслĕхĕпе усă курса ачасене ырă, усăллă ĕç
тума хистесси, çын ĕçне хисеплеме вĕрентесси.
Кăтарту
хатĕрĕсем: «Федотов М.Ф. Н.И.
Ашмарин. Краткий очерк жизни и деятельности. – Ч., 1995.», «Краткая чувашская
энциклопедия./ Чувашский государственный институт гуманитарных наук. – Ч.,
2001.» кĕнекесем, Н.И. Ашмаринăн 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки», компьютер, проектор, урока валли темăпа
хатĕрленĕ слайдсем, «Н.И. Ашмарин тата унăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» буклет.
|